Ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехетре Вӑрнар районӗнчи Нурӑса 70 ытла ҫамрӑк ҫапӑҫма пухӑннӑ. Хайхискерсем унта ҫӑмӑл машинисемпех пынӑ.
Дежурствӑри полици ӗҫченӗсем Нурӑсра пулнӑ май питӗ нумай автомашина ларнине тата ҫамрӑксем йышлӑн кӗпӗрленнине асӑрханӑ. Хайхискерсем ҫапӑҫма пухӑннине пакунлисем ҫийӗнчех ӑнланнӑ та пурне те — 72 ҫынна — вырӑнти полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Вӗceм — 18-30 ҫулсенчи ҫамрӑксем.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑpӑx, яшсем мӗншӗн пуҫтарӑнни те паллӑ. Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти клубра икӗ каччӑ урлӑ пулнӑ иккен. Шӑпах ҫавна пула ҫамрӑксем пухӑнса кам вӑйлӑраххине палӑртма шухӑшланӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫамрӑксене административлӑ майпа явап тыттарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче пурӑнакан ҫынсем шока кӗрсе ӳкнӗ. Ӗнер ҫӗрле унта тӗпленнӗ пӗр ҫемьене арҫын тапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи арҫын вӗсен пӳртне кӗнӗ, кил хуҫине вӗлернӗ, унтан арӑмне леш тӗнчене ӑсатма хӑтланнӑ. «Арҫын ҫемьен килне кӗнӗ, шӑв-шав илтсе ачисем вӑраннӑ. Ҫемье пуҫӗ мӗн пулнине тӗрӗслеме тухнӑ, кӗтмен хӑнапа иккӗшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ачасен ашшӗн ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ, арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Хӑна хӗрарӑма та тапӑннӑ, суранлатнӑ. Вӑл халӗ пульницӑра реанимацире выртать», - ҫапла пӗлтернӗ ял ҫыннисем.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Про Город» сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, тискер преступление тума пултарнӑ арҫынна Шупашкарта Эгер бульварӗнче тытса чарнӑ.
Паян республикӑри тата тепӗр вырӑнта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче, фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӗнер модульлӗ ФАП Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче пурӑнакансем валли ӗҫлесе кайнӑччӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов, вырӑнти пуҫлӑхсем хутшӑннӑ.
Юлашки ҫулсенче ялсенчи кашни тӑваттӑмӗш ФАПа ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен тухтӑр ҫурчӗсем ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче, Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Аксарин ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачурара уҫӑлмалла. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр тӑватӑ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартмалла. Вӗсене те хӑвӑрт тӑвакан мелпе хӑпартса лартӗҫ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленме тытӑннӑ ахӑртнех. Хайхискерсем вӑрмана кайса чӑрӑш касса килнӗ. Анчах ҫул ҫинче вӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ, чӑрӑш-качки полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Йӗрке хуралҫисемпе вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ҫав икӗ арҫын мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине палӑртӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Арҫынсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа чӑрӑш касма кайнӑ. Анчах ку мӗнпе вӗҫленесси пирки шухӑшламан-тӑр.
Ял старости ҫине паянхи кун питӗ нумай ӗҫ тиеннӗ. Вӑл ялта тирпей-илем кӗртессишӗн те, пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн те, суйлав ирттерессишӗн те, кулленхи ытти ӗҫе туса пырассишӗн те яваплӑ. Ҫак ыйтусене шӑпах паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи старостӑсен слетӗнче сӳтсе явнӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче иртнӗ ҫак мероприятие Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем Сергей Горбуновпа Леонид Николаев, Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял-сала старостисем хутшӑннӑ.
Чи малтанах Шӑрттан ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси старости Николай Васильев тӑван ялне епле майпа хӑтлӑлатни пирки каласа кӑтартнӑ. Сергей Горбунов хӑйӗн сӑмахӗнче староста вырӑнти влаҫӑн сылтӑм алли пулнине палӑртнӑ. «Старостӑсем пач укҫасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тӑван хутлӑх илемлӗ пултӑр тесе чунран тӑрӑшаҫҫӗ», — тенӗ Станислав Николаев та.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра сӗтӗн пӗр литрне 19 тенкӗ те 40 пуспа туяннӑ. Эрне каяллахипе танлаштарсан хак 20 пус йӳнелнӗ.
Ытти ҫул сӗт хакӗ хӗлле хӑпарнӑ пулсан, кӑҫал урӑхларах лару-тӑру пулнине Чӑваш енӗ Ял хуҫалӑх министерствинче типӗтнӗ сӗтӗн тата услам ҫавӑн интервенцийӗ пирки кӑҫал ҫӗршыв шайӗнче йышӑнманнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Сӗт хакӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва паян республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Халӑхран туянакан сӗт хакӗ Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай, Пӑракав районӗсенче 1 тенкӗ чакнӑ.
Сергей Артамонов вице-премьер — министр шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ хӗлле чакни йӗркеллӗ япала мар, ку вӑл район администрацийӗсем ӗҫлесе ҫитерейменнине пӗлтерет.
Чӑваш Енре пулӑ ӗрчетме мӗн кансӗрлет? Ҫак ыйту тавра «Хыпар» хаҫатӑн паянхи номерӗнче Валентин Григорьев журналист пуҫ ватнӑ.
Хаҫатҫӑ ҫырнӑ тӑрӑх, «республикӑра юлашки 10 ҫулта, тӗпрен илсен, пӗчӗк тата вӑтам предприятисем пулӑ ӗрчетсе сутас ҫул ҫине тӑнӑ. Мӗн пур калӑпӑшӑн виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне Пӑрачкав районӗнче ятарласа йӗркеленӗ «Киря» хуҫалӑх туса илет. 1644 гектар шыв ҫийӗллӗ 192 обьект пулӑ ҫитӗнтерме юрӑхлӑ пулин те хальлӗхе 99 кӳлӗ-пӗвере ҫеҫ /980 га/ ӑна ӗрчетеҫҫӗ. Пӗве фончӗ 827,4 гектар /29 пӗве/ йышӑнать, ҫав шутран 135 гектарӗпе кӑна усӑ кураҫҫӗ. Улатӑр, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 9 организаци карп, ӳсен-тӑранпа тӑранса пурӑнакан шурӑ амур, сарлака ҫамка, ҫӗке, осетр, белуга ҫитӗнтереҫҫӗ. Бассейнсенче, хупӑ тата сеткӑпа уйӑрнӑ шыв управӗсенче, ТЭЦ-2 энергетика обьекчӗсенче /2 пин тӑваткал метр/ ӑшӑ шывра пурӑнаканнисене ӳстереҫҫӗ. Ҫапла майпа 2010 ҫулта ҫӗкепе осетр йышшисене 9 пин тонна туса илнӗ».
Отрасле аталантарма, публицист шухӑшланӑ тӑрӑх, рынок инфратытӑмӗ япӑх аталанни, чӗрӗ пулӑ тӑрӑмне тишкерсе тӑманни чӑрмав кӳрет.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Анаткас Хапӑс ялӗнче инкек пулнӑ. Унта 33 ҫулти арҫын пӗвере путса вилнӗ.
Хайхискерӗн виллине ҫыранран темиҫе метр аякра тупнӑ. Вӑл тумтирӗпех пулнӑ. Арҫынна ентешӗсем чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче юлашки хутчен курнӑ. Ҫав кун вӑл, асламӑшӗпе пурӑнаканскер, килтен тухса кайнӑ, ӑҫта каяссине никама та пӗлтермен.
Арҫын пӗверен инҫе мар пурӑннӑ. Ҫав кун пӗве пӑрпа витӗннӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пӑр тӑрӑх утнӑ, анчах пӗр вырӑнта унӑн хулӑнӑшӗ йывӑрӑшне чӑтайман – вӑл шыв айне кайнӑ. Арҫыннӑн аллинче карас телефон пулнӑ.
Вилӗ ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр тупман.
«Шупашкар – Сурское» ҫул ҫинче 68-мӗш ҫухрӑмра вырнаҫнӑ кӗпере тинех хута янӑ. Ӑна 5 уйӑх юсанӑ. «Чӑвашупрдор сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, подрядчик ӗҫе вӑхӑтра вӗҫленӗ.
Ку ӗҫе Хусанта регистрациленӗ «ЛИРМ» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 32 миллион та 671 пин тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Подрядчик юханшыв хӗрринчи тӗреве юсанӑ, армокаркас, гидроизоляци тунӑ, карта тытнӑ, кӗпер патне пымалли ҫула хута янӑ. Халӗ ҫӗнӗ кӗпер 42 метр тӑршшӗ, 7 метр сарлакӑш.
Ку кӗпер Вӑрнар районне кӗрет. Район ҫыннисемшӗн тата ҫак ҫулпа ҫӳрекенсемшӗн ку пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ.
Мускав облаҫӗнче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна тытса чарнӑ, ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫав ҫын федераци шыравӗнче пулнӑ. Чӑваш Енре ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Вӑл вӑрланӑшӑн ҫакланнӑ.
Арҫынна Мускав облаҫӗнчи Котельники хулинче тытса чарнӑ. Конвойпа ӑна ШӖМӗн Вӑрнарти уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн федераци шыравне панӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче преступлени тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Хайхискер тӑванӗсем патне хӑнана килсен ялти пӗр ҫыннӑн килне кӗрсе телевизор вӑрланӑ.
Вӑрланӑ япалана тупнӑ, вӑрӑ вара тарса ҫухалнӑ. Оперативлӑ ушкӑн Мускав облаҫне кайса вӑл регистрациленнӗ ҫурта тӗрӗсленӗ, анчах ҫав вӑхӑталла арҫын ҫапкаланчӑка тухнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |